top of page

Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен
"XXI-мĕш ĕмĕр" ассоциацийĕ

Авалхи Китай философĕ Конфуций палăртнă тăрăх, мĕн пĕлнине асра тытса, ăна усă курса çĕннине алла илсе пыракан çеç учитель пулма пултарать.
Шăпах çакна кăтартса парать те ĕнтĕ хулари чăваш чĕлхи учителĕсен "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнăн ĕçĕ-хĕлĕ.

Пирĕн тĕп шухăш

Ваттисен сăмахĕсем:
Пĕлÿ илесси пĕлĕм
ҫиесси мар.
Пĕлÿ илни çывăх тус туянать.
Пĕлÿ кутамкка мар, хулпуççинчен уртăнмасть.
Тăрăшмасăр пĕлÿ пухăнмасть.
Туслăх ĕçре палăрать.
Пирĕн истори

"Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăна
2007-мĕш çулта Шупашкарти
54-мĕш шкулта ĕçлекен Трифонова Валентина Анатольевна йĕркеленĕ.
2014-мĕш çултан ушкăна
1-мĕш гимназире чăваш чĕлхине вĕрентекен Леонтьева Нина Геннадьевна ертсе пырать.
bottom of page