top of page

ÇĔНĔ ХЫПАРСЕМ

Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе!
05.10.2017 çул

Хаклă ĕçтешсем! Сире чĕререн професси уявĕпе - Учитель кунĕ ячĕпе саламлатпăр!  

Учителĕн чĕри пит аслă теççĕ, 
Кашни вĕренекен валли унта 
Пур юрату, пур ăшă туйăм теççĕ, – 
Атте-анне пекех вăл туйăнать. 


Учителĕн ăс-тăнĕ çивĕч теççĕ, 
Пурин валли те пĕлĕвĕ çитет. 
Ăçтан тухать ун чухлĕ ăсĕ теççĕ, – 
Аталанса та хутшăнсах пырать. 


Учителĕн чĕлхи пит çепĕç теççĕ, 
Пурне те йăпатма хевти çитет. 
Ун пек чĕлхе ăна кам панă теççĕ, – 
Вăл чĕлхене анне çеç парнелет. 


Вĕрентекенĕн чунĕ ырă теççĕ: 
Вăл çывăх тус-юлташ вырăнĕнче. 
Ăçтан тухать ыр кăмăлĕ ун теççĕ, – 
Ăш пиллĕ чун-чĕреллĕ пулнинчен. 


Учитель вăл пит чăтăмлă çын теççĕ: 
Тем тĕрлĕ ачана та вĕрентет. 
Ăçтан тухать-ши ун вăй-халĕ теççĕ, – 
Чунне парса ырми-канми ĕçлет. 


Учителĕн таланчĕ пысăк теççĕ: 
Ташлать, юрлать те, сăвă та çырать. 
Çакна пурне те Турă панă теççĕ, – 
Маттур вăл, тем тума та пултарать.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, çитĕнỹсем, пултаруллă вĕренекенсем сунатпăр.

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе!

01.09.2017 çул

 

                                              Аван-и, шкул саккийě
                                              Аван-и, çутă класс
                                              Сан ытамна халь эпě
                                              Кěмешкěн  пит хавас

Хаклă ĕçтешсем, ачасем, ашшĕ-амăшĕсем! Сире пурсăра та кĕркуннен пĕрремĕш кунĕ ячĕпе, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ çитнĕ ятпа - Пĕлÿ кунĕпе - саламлатпăр! Чун-чĕререн саламласа тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Ĕмĕрĕрсем вăрăм та сывлăхăрсем çирĕп пулччăр!  Çĕр çинчи пур ырлăх килтĕр. Мĕн ĕмĕтленни  çитсе пытăр.

Вĕрентекенсен конференцийĕ

23.08.2017 çул

 

Чăваш Республикин Наци  библиотекинче хулари шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература  вĕрентекенсем  çĕнĕ вĕренÿ  çулĕ пуçланас умĕн ирттрекен яланхи конференцине пухăнчĕç. Малтанах вĕрентекенсене Наци библиотекин пуçлăхĕ Старикова Светлана Михайловна тата   мониторинг центрĕн методисчĕ Гордеева Надежда Юрьевна çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе ăшшăн саламларĕç, ĕçре пысăк çитĕнусем тума сунчĕç. Çавăн пекех  конференцире Соловьева Галина Павловна библиотека ĕçченĕсем пуçтарса хатĕрленĕ  чăваш чĕлхи урокĕнче усă  курмалли ресурсемпе паллаштарчĕ. Чăваш чĕлхипе  литература вĕренекенĕсен  ассоциаци пĕрлешĕвĕн ертÿçи Лукина  З. Н. иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Пирĕн ушкăнра ĕçлекен Яндрова Е. М. (41-мĕш вăтам шкул),  Иванова Л. А. тата Леонтьева Н. Г. (1-мĕш гимнази) хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Юлашкинчен конференцинче тухса калаçнă вĕрентенсемпе лаборотори ертÿçисене тăрăшса  ĕçленĕшĕн тав хучĕсемпе чысларĕç.

 

Пирĕн мероприятисем

 

05.10.2017 çул

Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе

01.09.2017 çул

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе

23.08.2017 çул

Вĕрентекенсен конференцийĕ

bottom of page