top of page

ХЫПАРСЕМ

"Маттур ачасем" квест-вăйă

20.11.2016 çул

 

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти 4-мӗш гимназире хулари 5-6 классенче вӗренкенсем хушшинче «Маттур ачасем» ятлӑ чӑвашла квест-вӑйӑ иртрӗ. 

Тӗрлӗ шкулсенче вӗренекенсем пӗр-пӗринпе тупӑшса ҫӑмӑл мар, интереслĕ ӗҫсем пурнӑҫларĕç. Квест-вӑйӑ «Килти ӗҫ» пайран пуҫланчĕ. Кунта шкулсем хӑйсен ушкӑнӗсемпе паллаштарчĕç: команда ятне, девизне каларĕç, кашни ача хӑй мӗн ятлине, мӗнпе кӑсӑкланнине, мӗн юратнине пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех командӑсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрĕç. Пӗрисем ташласа, теприсем юрласа, виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ каласа пачĕç. Вӑйӑра хутшӑнакан ушкӑнсем «Ваттисен сӑмахӗсен, тупмалли юмахсен тӗнчи» станцире пулчĕç, «Пултаруллӑ ачасем» станцире чӑвашла сӑвӑсем каларĕç, юрӑсен йӗркисене аса илчĕç. «Чӑваш ҫӑлтӑрӗсем» станцире Чӑваш Республикин паллӑ ҫыннисене, «Вӑрманта ҫырлара...» станцире чӑваш вӑрманӗсенчи йывӑҫ-курӑксене, кайӑксене, чӗр-чунсене аса илчĕç, «Пулӑра» станцире «пулӑ тытса» тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫларĕç, «Ман тӑван хулам» станцире юратнӑ хула ҫинчен панӑ ыйтусем ҫине хуравларĕç.

"Класс тулашĕнчи ĕçсем ‒ ачасене чăваш халăх культурине юратма хăнăхтармалли мелсем" методика семинарĕ

16.12.2016 çул

 

Шупашкарти 1-мĕш гимназире хула шайĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ иртрĕ. Семинар «Класс тулашĕнчи ĕçсем ‒ ачасене чăваш халăх культурине юратма хăнăхтармалли мелсем» темăпа иртрĕ. Асăннă семинара  Шупашкарти чăваш чĕлхипе  литература вĕренекенĕсен  «21-мĕш ĕмĕр» ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем» пултарулăх лабараторийĕ (Ертÿçи  - Н.Г. Леонтьева) йӗркеленӗ.

Семинара Шупашкарти пĕтĕмĕшле пӗлӳ паракан 1-мӗш гимназин директорĕ Л.И. Аллабергенова уçрĕ. Çавăн пекех семинара килнĕ вĕрентекенсене саламласа 1-мĕш гимназири директорăн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Л.А. Воробьева, мониторингпа  вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ Н.Ю. Гордеева тухса калаçрĕç.

Семинар программи питĕ кăсăклă та тулли пулчĕ. Вăл темиçе пая пайланчĕ. Кашни пайра «Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем» пултарулăх лабараторийĕнче тăрăшса ĕçлекенсем хăйсен шкулĕсенче хула шайĕнче ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕç:

  1. «4-мĕш гимназире  хула шайĕнче ирттернĕ класс тулашĕнчи мероприятисем», Егорова О.П., 4-мĕш гимназири вĕрентекен;

  2. Чăваш чĕлхипе вырăс шкулĕсенче информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса  класс тулашĕнчи ĕçсем ирттересси», Иванова Т.В., Данилова Е.Д., Куракова В.В., Семенова Г.Д., 49-мĕш шкулти вĕрентекенсем;

  3. «Ан  юлăр кун-çул уттинчен…», Трифонова В.А., Дегтярёва И.В., Михайлова Л.А., Федорова Т.Н., 54-мĕш шкулти вĕрентекенсем; 

  4. «Компьютерпа усă курса ирттермелли вăйăсем», Ананьева З.Е., 2-мĕш гимназири вĕрентекен;

  5. «Тăван ен культурине, ăс-хакăлне ăша  хывма пулăшакан класс тулашĕнчи ĕçсем», Большова С.В., Ильина Т.В., Мокрова В.С., Кабуркина И.С., Трофимова И.Г., 55-мĕш шкулти вĕрентекенсем;

  6. «Чăваш пулнишĕн мухтанатпăр, чăваш чĕлхине юрататпăр!», Леонтьева Н.Г., Вакку М.И., Иванова Л.А., Ванюшкина З.А., Прохорова Н.В., Федорова Л.М., 2-мĕш гимназири вĕрентекенсем;

  7. «Проблемы сохранения и популяризации детского музыкального фольклора на современном этапе», Тяхмусова С.В., 43-мĕш шкулти вĕрентекен, «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» пултарулăх лаççин ертÿçи.

Çавăн пекех семинарăн кашни пайĕнче килнĕ хăнасем ачасен пултарулăхĕпе паллашрĕç:

  • 1-мĕш гимназири 6-мĕш класс ачисем Лидия Сарине çырнă «Вăрманти уяв» юмаха лартса пачĕç;         

  • 8-мĕш класра вĕренекен Аня Порфирьева «Ĕмĕтлен» юрра шăрантарчĕ;         

  • 6-мĕш класра вĕренекен Вика Леонтьева «Атăл атте çĕршывĕ» сăвăпа паллаштарчĕ;

  • 10-мĕш класра вĕренекен Настя Андреева «Мухтав юрри» юрласа савăнтарчĕ;   

  • 54-мĕш шкулта вĕренекен ачасем «Тÿнкки-тÿнкки» ташша ташларĕç.

Килнĕ хăнасем ачасене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Ачасен кашни пулталулăх номерне сумлă экспертсем хакларĕç: Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, режиссер Н.Т. Панина, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, режиссер В.Н. Григорьев, "Сарпике" халăх ансамблĕн балетмейстерĕ А.А. Лукина, «Асамат&Шевле» журналăн тĕп редакторĕ, çыравçă-журналист В.Д. Николаев, «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» пултарулăх лаççин ертÿçи С.В. Тяхмусова.

Вĕсем ачасен пултарулăхне анчах мар, семинара килнĕ вĕрентекенсем валли йĕркеленĕ «Хавал пулсан» интерактивлă конкурса та хакларĕç. Ку конкурсăн ĕçĕсемпе ыйтăвĕсене семинарăн кашни пайĕнче каласа пычĕç. Хулари тĕрлĕ шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç: сăвă йĕркисем хайларĕç, чăвашла кăткăс сăмахсене куçарчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç, чăваш чĕлхине вĕренме чĕнекен реклама шутласа тупрĕç, «семинар» сăмахпа акросăвă çырчĕç. Шкул ачисен вырăнĕнче те пулчĕç: юлташĕсене, вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 47-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен А. Г. Петрова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ, 40-мĕш шкулта ĕçлекен Г. А. Гавриловăпа 10-мĕш шкулта ĕçлекен М. И. Архипова 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç, 7-мĕш шкулта ĕçлекен Т. И. Антонова 3-мĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ. Çак вĕрентекенсене семинар вĕçĕнче дипломсемпе чыслани вара вĕсемшĕн пачах кĕтмен парне пулчĕ.

Семинара хутшăнакансем мероприяти ăнăçлă иртнине палăртрĕç. Вĕсем пурте кашни ĕçех питĕ хастар хутшăнчĕç, панă ыйтусене хавхаланса хуравларĕç, хăйсем те ыйтусем пачĕç, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри проблемăллă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрне кирлĕ сенÿсем пачĕç. Мониторингпа  вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ Н. Ю. Гордеева семинар усăллă иртнине палăртрĕ.

"Çамрăк куçаруçă" конкурс

15.03.2017 çул

Паян Шупашкарти 2-мĕш гимназире  «Çамрăк куçаруçă» тăлмачăсен конкурсĕ иртрĕ. Хулари шкулсенче вĕренекен ачасем ушкăнпа тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç. Командăсем «Ваттисен сăмахĕсемпе фразеологизмсем», «Пукане», «Аудировани» тата «Сăвă» станцисенче пулса курчĕç.
Ĕçсене хăвăрт та тĕрĕс пурнăçлама тăрăшрĕç çамрăк тăлмачăсем. Вĕсем куçарчĕç, танлаштарчĕç, сăрласа илемлетрĕç, итлерĕç... Анчах та хăшпĕр ĕçсене пурнăçланă чÿх тарăн шухăшлама та тиврĕ тĕрлĕ шкулта вĕренекенсен. Çакнашкал конкурссенче хутшăнни чăваш лексикипе грамматикине лайăхрах пĕлессине çеç мар, ачасен пултарулăхне те аталантарма пулăшать.
Вăйă ачасене питĕ килĕшрĕ.

"Чĕлхе уççи - сăмах тĕшши" конкурс

29.03.2017 çул

Шупашкарти педагогика ӗҫченӗсен «XXI ӗмӗр» ассоциацийӗн «Вӗрентӳри ҫӗнӗ технологисем» ушкӑнне кӗрекен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче професси конкурсне хутшӑннӑ. Ку сумлӑ ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине 54-мӗш вӑтам шкул хастарӗсем хӑйсем ҫине илнӗ.

«Чӗлхе уҫҫи — сӑмах тӗшши» конкурсра «вӑй виҫме» тӗп хуламӑрти 1, 2, 4-мӗш гимназисен, 49, 54, 55, 41-мӗш вӑтам шкулсен 15 педагогӗ кӑмӑл тунӑ. Тӑхӑр тапхӑрта тӗрлӗ ӗҫ экран ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса пынӑ. Паллах, кунта фольклор, литература, чӗлхе енӗпе хӑш-пӗр ыйтусене аса илме ансатах пулман. Апла пулин те вӗрентекенсем пуҫа усман, пур ӗҫе те тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ.

Жюрин кӑсӑклӑ ӗҫне Владимир Иванов профессор, «Асамат&Шевле» ача-пӑча журналӗн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, 3-мӗш лицей вӗрентӳҫи Александра Васильевна Ласточкина туса пычӗҫ.

Нумай ҫул И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ют чӗлхесен кафедринче вӑй хуракан В.А. Иванов ӑсчах хӑйӗн савӑнӑҫне пытармарӗ — учительсене пурне те тав турӗ, канаш-сӗнӳсемпе, салам сӑмахӗсемпе малашне те ӑнӑҫусем пиллерӗ.

Чи хумхануллӑ вӑхӑт вӑл — пӗтӗмлетӳсем туни. В.Д.Николаев редактор конкурс ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртрӗ. Чи пултаруллисене, маттуррисене Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче — Елена Матвеевна Яндрова (41-мӗш шкул) ҫӗнтерӳҫӗ, Оксана Петровна Егорова (4-мӗш гимнази), Татьяна Валериановна Ильина (55-мӗш шкул), Зоя Ефимовна Ананьева (2-мӗш гимнази) призёрсем.

Хулари 3-мӗш лицейре нумай ҫул ӗҫлекен А.В.Ласточкина педагог та, жюри членӗ пулнӑ май, ӗҫтешӗсене чунтан саламларӗ. Ассоциацин «Вӗрентӳри ҫӗнӗ технологисем» ушкӑнне кӗрекен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем хула шайӗнче уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫленине асӑнса хӑварчӗ. «Ачасем, аслисем валли конкурссем тӑтӑшах ирттерни эсир яланах шыравра пулнине кӑтартса парать», — терӗ вӑл.

Мероприяти йӗркелӳҫисен ӑсталӑхӗ пысӑк пулчӗ. 54-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Валентина Анатольевна Трифонова, Ирина Васильевна Дектярёва, Татьяна Николаевна Федорова, Людмила Алексеевна Михайлова чӑннипех те хӑйсен ӗҫӗсен ӑстисем пулнине кӑтартса пачӗҫ.

Ҫак ушкӑн (лаборатори) ертӳҫи Нина Геннадьевна Леонтьева вара ҫитес вӑхӑтра тумалли ӗҫсен планӗпе паллаштарчӗ.

"Шкул пики - 2017" конкурс

20.04.2017 çул

55-мĕш шкулта хула шайĕнчи «Шкул пики ‒ 2017» конкурс иртрĕ. Конкурса Шупашкарти педагогика ĕçченĕсен "XXI-мĕш ĕмĕр" ассоциацийĕн "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" пултарулăх лабораторийĕ йĕркелерĕ.
Конкурс тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ: çитĕнекен ăрăва тăван культурăна, унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентесси, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.
Ăмăртăва 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем «Паллашар» пайра хăйсем çинчен каласа пачĕç. Ун хыççăн «Пирĕн пултарулăх», «Апачĕ тутлă пултăр», «Тавçăруллă пике», «Ĕçченпи», «Ӳнерпи», «Кăмăл-сипет» пайсенче тупăшрĕç.
Пикесем чылай конкурс, тĕрĕслев витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Чăваш халăх юррине юрласа, ташшине ташласа, тăван халăх йăли-йĕркипе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс те туллин хуравласа, ал-ĕç пурнăçласа та тупăшрĕç, Мăнкун çăмартисене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетрĕç. Чăваш  апат-çимĕçне мĕнле хатĕрлемеллине каласа кăтартрĕç. Хĕр ачасем кăмăл-сипет ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç. Пĕри тепринчен хастартарах та тăрăшуллăрах пулчĕ.

"Пахча-çимĕç - сывлăх тĕрекĕ" интелектуаллă конкурс

20.10.2016 çул


Паян хулари шкулсенче 5-6 классенче вĕренекенсем «Пахча-çимĕç – сывлăх тĕрекĕ» интеллектуаллă конкурсра хутшăнчĕç. Асăннă вăййа Шупашкарти чăваш чĕлхипе  литература вĕренекенĕсен  ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем» ушкăнĕ тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 49-мĕш вăтам  шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем йĕркелерĕç. Вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса кăсăклă ĕçсем пурнăçларĕç. Пахча-çимĕçсемпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç, кроссворд шутларĕç тата ытти те. Пахча-çимĕçе хăвăрт çиме пултарассипе те тупăшрĕç.  Вăйă ачасене питĕ килĕшрĕ. 

Пирĕн мероприятисем

 

20.10.2016 çул

"Пахча-çимĕç - сывлăх тĕрекĕ" интелектуаллă вăйă

20.11.2016 çул

"Маттур ачасем" квест-вăйă

16.12.2016 çул

"Класс тулашĕнчи ĕçсем ‒ ачасене чăваш халăх культурине юратма хăнăхтармалли мелсем" методика семинарĕ

15.03.2017 çул

"Çамрăк куçаруçă" конкурс

29.03.2017 çул

"Чĕлхе уççи - сăмах тĕшши" конкурс

20.04.2017 çул

"Шкул пики - 2017" конкурс

bottom of page